Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 2015 ҫулта 70 ҫул ҫитӗ. Ҫакна паллӑ тумашкӑн республика та, районсем те хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнче ӗҫ ветеранӗсен пуҫарӑвӗпе 1941–1942 ҫулсенчи хӗлле хӳтӗлев строительсвинче вӑй хунӑ колхозниксен, шкул ачисемпе вӗрентекенсен Асаилӳ постаменчӗн никӗсне янӑ. Вӗсем те Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн нумай тӑрӑшнӑ.
Постамент тӑвас шухӑша халӑх историпе таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Василий Цыфаркин (вӑл макетне хатӗрленӗ), Чупай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Андреев ырланӑ.
Фундамента чӑваш наци йӑлине пӑхӑнса янӑ. А.С.Леонтьев ветеранӑн мӑнукӗн мӑнукӗ пӗрремӗш тӑпра пенӗ. Ҫак ӗҫе Ф.Егоров, С.Семенов, Ю.Петров, В.Матвеев, С.Цыфаркин, Т.Лаврентьева хастар хутшӑннӑ.
Сӑнсем (25)
Республика Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет. Шупашкарта Тӑван ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пурӑнакан ҫуртсен подъезчӗсем ҫине ав «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗ» вырнаҫтараҫҫӗ.
Мускав район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, ҫурлан 7-мӗшӗнче, 15x15 сантиметр калӑпӑшлӑ ҫӑлтӑр Шупашкарти икӗ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ: Мускав проспектӗнчи 5-мӗш тата Водопровод урамӗнчи 7-мӗш ҫуртсем ҫине.
Пирвайхи «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗсем» Шупашкарта ҫӗртмен 22-мӗшӗнче — Асӑнупа хурлӑх кунӗнче — вырнаҫтарнӑ. Ун чухне «Астӑвӑм страници» патриотлӑх проекчӗн ҫамрӑк хастарӗсем Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата К.Иванов урамӗнчи икӗ ҫурт подъезчӗсем ҫине хӗрлӗ ҫалтӑр ҫакнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ пин-пин ҫынна халӗ те шыраса тупайман. Вӗсем пирки тӑванӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ҫапах вӗсем пирки манмалла мар.
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа Пӑрачкаври тӗп вулавӑш Пӑрачкав районӗн ҫыннисене хӑйсен хыпарсӑр ҫухалнӑ тӑванӗсене тӗнче тетелӗн ресурсӗсемпе усӑ курса тӳлевсӗр шырама май парать.
«Салтаксем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» акцин тӗп тӗллевӗ — хыпарсӑр ҫухалнисем пирки информаци тупасси, вӗсене ӑҫта пытарнине пӗлесси. Шырав, паллах, яланах ӑнӑҫлӑ пулмасть, мӗншӗн тесен ҫар архивӗсенче йӑнӑш нумай.
Акци вӑхӑтӗнче 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Акӑ Пӑрачкавра пурӑннӑ Бочкарева В.С. тӑванне Мулындин Иван Дмитриевича шырама ыйтнӑ. «Мемориал» даннӑйсен банкӗнче шыранӑ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Мулындин И.Д. 1944 ҫулта паттӑрла вилнӗ, анчах унӑн вил тӑпри ӑҫта пулнине пӗлме май килмен.
Акци кӑҫал пӗрремӗш хут иртет. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйахӗнчен тытӑнса 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Малашне вӑл Пӑрачкаври тӗп вулавӑшра ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, тӗрлӗ мероприяти йӗркеленнӗ. Чӑваш Енре «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗ иртнӗ. Вӑл республикӑра кӑҫалхипе иккӗмӗш хут пулнӑ. Пӗлтӗр унта 150 яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Кӑҫал йыш самаях хутшӑннӑ: акцие 300 яхӑн ҫын тухнӑ. «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раҫҫей акцине ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнман салтаксене, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнисене асӑнса ирттереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ фронтовиксен тӑванӗсем салтаксен сӑнӳкерчӗкӗсене ҫыпӑҫтарнӑ транспарантсене йӑтса утнӑ. Колонна 18.00 сехетре Анне монуменчӗ патӗнчен ҫула тухнӑ. Унта пухӑннисем — аслисем те, кӗҫӗннисем те — «Катюша» юрра шӑрантарнӑ, унтан К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне утнӑ.
Акци Хӗрлӗ тӳремре пӗр минут шӑп тӑнипе вӗҫленнӗ.
Паян республикӑра Ҫӗнтерӳ кунне халалласа мероприятисем иртнӗ. Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре шӑп кӑнтӑрла Ӑслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 69 ҫул ҫитнине халалласа митинг пуҫланнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑха уяв ячӗпе саламланӑ май ветерансене сывлӑх, телей, хавхалану суннӑ.
Митинг хыҫҫӑн Хӗрлӗ тӳремре Шупашкар гарнизонӗн подразделенийӗсен полкӗсем тата ҫар техники парада тухнӑ. Ҫакна курма пин-пин ҫын пухӑннӑ: Шупашкарта пурӑнакансем те, хӑнасем те. Уяв стройӗнче 1 200 ытла ҫын утнӑ, 60 яхӑн ҫар техники пулнӑ. Парада хутшӑннисен йышӗнче — вӑй ведомствисен представителӗсем, Афганистан вӑрҫин ветеранӗсем. Кадет шкулӗн, ачасен полицейски академийӗн тата ҫарпа спорт клубӗсен вӗренекенӗсем те парада тухнӑ.
Уяв колоннисем хыҫҫӑн ҫар техники — «Катюша», Т-34 танк, ЗИСсем тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи ытти техника — кайнӑ. Авиаци тата парашютистсем уява тата илем кӳнӗ. Шупашкар гарнизонӗн подразделенийӗсен полкӗсем тата ҫар техники парада тухнӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ тӳремре вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тӗпеле уҫӑлнӑ. Унта ветерансем ҫулсерен тӗл пулаҫҫӗ. Менюра салтак пӑтти, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, какай тата фронтри «100 грамм» пулнӑ.
Ӗнер Шупашкарта пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене машинӑна лартса хула кӑтартса ҫӳренӗ.
Акцие «Автомоболистсен ассоциацийӗ» общество организацийӗ йӗркеленӗ. Хула тӑрӑх ватӑсене икӗ сехет хушши ярӑнтарса ҫӳренӗ. Хисеплӗ ватӑсене Шупашкарти чи илемлӗ вырӑнсене илсе ҫитернӗ.Ҫулҫӳрев Ҫӗнтерӳ лапамӗнчен пуҫӑннӑ. Унта ветерансемпе автомобилистсем чечек хунӑ та малалла хускалнӑ. Ҫула экскурсовода та лартса тухнӑ, вӑл хула историйӗпе паллаштарса ҫӳренӗ.
Хула курса ҫӳреме пур ветеран те килӗшмен иккен. Теприсем сывлӑх хавшаккине пула тухайман. Машинӑна ларса ярӑнас кӑмӑллисем саккӑрӑн тупӑннӑ.
Сӑнсем (18)
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Куславккара хирӗҫтӑрусенче пуҫ хунӑ ентешсене халалласа палӑк уҫнӑ.
Историксем шутланӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Раҫҫейри ҫар ҫыннисем 33 хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ. Палӑка Афганистанра, Чечняра, ытти хирӗҫтӑрура вилнӗ салтаксене халалланӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре паттӑрла вилнӑ салтаксен тӑванӗсене, общество организацийӗсен председателӗсене, Куславккара пурӑнакансене чӗннӗ.
Куславкка хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ Гофман А.В. пухӑннисене Ҫӗнтерӳ кнӗпе саламланӑ, палӑка уҫма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Ҫавӑн пекех «ЧР Афганистан ветеранӗсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ Кашаев И.М., сумлӑ ытти хӑнасем хутшӑннӑ.
Сӑнсем (28)
Чӑваш Ен велосипедисчӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе «Спица ҫинчи хӗвел» акци ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑрун ҫарпа патриотлӑх воспитанине парас тӗллевпе велочупу иртнӗ. Юбилейлӑ чупӑва, кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртнӗскере, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 69 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедҫӑсем «Ҫӗнӗ Шупашкар — Шупашкар — Элӗк» ҫула парӑнтанӑ. «Боевая» команда Элӗк ял тӑрӑхне паян ҫитнӗ. Ыран вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уява хутшӑнӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ тӗле Тӑвай районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмне Зоя Семеновна Егоровӑна ҫурт туянмашкӑн е хӑпартмашкӑн укҫа панӑ. Зоя Семеновна Ҫӗнҫырма ялӗнче пурӑнать.
Ҫавӑн пекех 1941 ҫулта вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар ҫыннин Федор Иванович Ивановӑн Сӑхӑтпуҫра пурӑнакан ывӑлне Анатолий Федорович валли те ҫак тӗллевпех укҫа уйӑрнӑ. Анатолий Иванов ачаранпах сусӑр.
Свидетельствӑсене Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке панӑ, тӑлах арӑмпа ветеран ывӑлне сывлӑх суннӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен» 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуснӑ Хушупа килӗшуллӗн Тӑвай районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянмашкӑн 168 ветеран укҫа илнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑш-пӗр урамра ҫула пӳлӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче ҫар техникин парачӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ валли тӗплӗн хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш тренировка ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Парад йӗркелӳҫем ҫак канмалли кунсенче кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫавна май тепӗр хатӗрленӳ ыран пулӗ. Виҫмине тӗп хатӗрленӳ иртӗ. Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче, ирхи 10 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрлахи 14 сехетчен, тӗп ҫулсемпе парад колонни кайӗ.
Палӑртнӑ вӑхатра Богдан Хмельницкий урамӗнче (3-мӗш ҫуртран пуҫласа 30-мӗш автоҫул хӗресленнӗ таран, Богдан Хмельницкий урамӗпе Президент бульварӗ хӗресленнӗ вырӑн таран). Автомобильсене Президент бульварӗпе, Хӗрлӗ тӳремпе, Калинин урамӗпе, Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчен те ямӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |